
Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫӗленсем нумай! Республикӑра ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх йышланнине палӑртнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.
Иртнӗ канмалли кунсенче 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Шар курнисен йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем.
70 ҫулти арҫын утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра ураран темӗн йӗп пек чикнине туйнӑ. Вӑл пушмакпа пулнӑ-ха, ҫапах хура ҫӗлен ӑна сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм пахчара ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ вӑхӑтра хура ҫӗлене асӑрхаса ӗлкӗреймен. 30 ҫулти хӗрарӑм та ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ. Вӑл уйра хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: уйра, вӑрманта хупӑ пушмакпа, вӑрӑм шӑлаварпа ҫӳремелле, вӑрӑм курӑк хушшине кӗме тӑрӑшмалла мар, чулсем тата пӗренесем патӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫӗлене курсан тытма, хӑвалама юрамасть, лӑпкӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла.

Вӗсем пӗрлешнӗ те 65 ҫул пӗрле алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ.
Ку сӑмахсем – Канаш округӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакан Петровсем ҫинчен.
Геннадий Петровичпа Нина Маркеловнӑн ҫак кунсенче хӑна-вӗрле пухма харӑсах икӗ сӑлтав пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫемье пуҫӗ Геннадий Петрович 90 ҫул тултарнӑ.
Петровсем – ялти хисеплӗ ҫемье, вӗсем ялта пуриншӗн те тӗслӗх. Мӑшӑр 6 ача ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун вара сумлӑ ватӑсене 13 мӑнукӗ тата 6 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: петровсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем. Нина Маркеловна вара «Амӑшӗн мухтавӗ» ордена та тивӗҫнӗ.
Туй тунӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Петровсене округри ЗАГС пайне чыслама чӗннӗ.

Канаш округӗнчи Уҫырма ялӗнче 15 ҫулти арҫын ача кӑмака хутма тӑрсан пиҫсе кайнӑ. Ку инкек мунча хутма тӑрсан пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла арҫын ача кӑмакана чӗртнӗ чухне газ хатӗрӗпе усӑ курнӑ. Анчах вӑл тӑрук аллинчех ҫунма пуҫланӑ. Кайран ҫулӑм урайне, стена ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, арҫын ача урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, хӑй пиҫсе кайнӑ.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Вӗсем 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 6 ҫӑлавҫӑ тата 2 техника хутшӑннӑ.
Ҫулӑм мунчан тӑррине тата шалти отделкине сиенлетнӗ. Арҫын ачана вара пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртса хӑварар: пӗр талӑкра ҫӑлавҫӑсем 7 пушар сӳнтернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара республикӑра 585 пушар пулнӑ.

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнчи пӗр урамра шыв ҫук иккен. Сӑмах Чапаев урамӗ пирки пырать. Кун пирки ялти кадастр инженерӗ Ольга Никитина республика Элтеперне пӗлтернӗ.
Шыв енӗпе лару-тӑру ҫулсерен япӑхланса пырать: ҫулла ҫӑл типсе ларать, хӗлле те шыв аран ҫитсе пырать иккен. Ялти хастар пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлти шыва 2021 ҫулта анализ туса тишкерсен унта сӗлте тата тимӗр нумаййине палӑрнӑ. Ятарласа тасатмасан ун пек шыва ӗҫме юрамасть.
Олег Николаев асӑннӑ урамра централизациленӗ шыв пулассине пӗлтернӗ. Строительство валли 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.

Канаш округӗнчи ҫамрӑксем, Усман Эскеровпа Дарья Садовская, Мускавра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештесе» туй фестивальне кайӗҫ.
Фестивале утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗнче, иртӗ. Ҫав кун Чӑваш Енри хӗрпе каччӑ ҫӗршыври ытти ҫамрӑкпа пӗрле пӗр-пӗрне ӗмӗр юратмашкӑн тупа туса ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗҫ.
Вӗсен юрату историйӗ темиҫе ҫул каялла йӑл илнӗ. Усманпа Дарья «Космонавт» уйлӑхра паллашнӑ. Ун чухне Усман уйлӑхри хыпарсене пӗлтерсе тӑнӑ, Дарья канма килнӗ. Яшпа хӗр кайран та ҫыхӑнӑва ҫухатман. Анчах вӗсем ҫулсем иртсен кӑн тӗл пулнӑ, ҫавӑн чухне туйӑмсем ҫуралнӑ.
Усманпа Дарья спортпа туслӑ, ҫул ҫӳреме кӑмаллаҫҫӗ. Тата вӗсем тӑван культурӑна питӗ хисеплеҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, кашни ҫул Акатуя ҫӳреҫҫӗ.

Нумаях пулмасть «Поедем, поедим» кӑларӑмӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулнӑ, унта сюжетсем хатӗрленӗ.
Шоуна Федерико Арнальди итальян ертсе пырать. Вӑл Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ пысӑках мар хула мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ.
Вырӑнти халӑх ӑна тӗлӗнтерме тӑрӑшнӑ. Мӗнпе тетӗр-и? Сӗнтӗрвӑрри хулинче мӗн пӗҫерме кӑмӑллаҫҫӗ? Кӑшт чӑтӑмлӑх пухӑр. Хуравӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре пӗлме пултаратӑр — НТВ телеканал яма ан манӑр кӑна.
Аса илтерер: Федерико Арнальди Чӑваш Ене килни пирки пӗлтернӗччӗ. Малтан вӑл Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи кӗпер патӗнче пулнӑ, унти халӑхпа пӗрле чӑвашла ташланӑ, наци ҫимӗҫӗсене тутанса курнӑ. Кайран телеертӳҫе ҫынсем Шупашкарти кӳлмекре асӑрханӑ.

Италири телеертӳҫӗ Чӑваш Ене килнӗ. Вӑл кунта пирӗн регион пирки сюжет ӳкерет.
Сӑмах «Поедем, поедим!» кӑларӑм ертӳҫи Федерико Арнальди пирки пырать. Вӑл Рим хулинче ҫуралнӑ. Куракансене Чӑваш Ен культурипе, йӑли-йӗркипе тата апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарас тӗллевпе Чӑваш Ене килнӗ.
Федерико Канаш округӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ патӗнче пулнӑ, унта чӑваш юррипе ташласа савӑннӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса курнӑ. Кайран ӑна ҫынсем Шупашкарти кӳлмекре асӑрханӑ.

Паян ҫӗрле Канаш округӗнче пулнӑ аварире 27 ҫулти водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хӑрушӑ авари Вӑтапуҫ ялӗ патӗнче пулнӑ. «Вольво» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран водитель питӗ вӑйлӑ аманнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.
Водитель урӑ пулнӑ-и е ҫук-и – Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

Канаш округӗнче 6 ача арпус ҫисе наркӑмӑшланнӑ та пульнцӑна лекнӗ. Вӗсене ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ.
Ҫакӑ паллӑ: вӗсем пурте пӗр ялта хӑнара пулнӑ, арпус ҫисен хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Ачасене пульницӑна вырттарнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне сӑнаса тӑраҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп диетологӗ Алина Степанова каланӑ тӑрӑх, пиҫме вӑхӑт ҫитиччен арпус тата ытти культура сывлӑхшӑн сиенлӗ, унра нитрат тата ҫимӗҫе ӳсме пулӑшакан хими нумай пулма пултарать. Ун пек ҫимӗҫсене пула уйрӑмах ачасем йывӑр наркӑмӑшланаҫҫӗ.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Светлана Дмитриева 55 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
Пулас сцена ӑсти Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Николай Терентьев драматургӑн тӑван ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер ачаранпах театр тӗнчипе кӑсӑкланнӑ. Шупашкарта М.С. Щепкин ячӗллӗ Мускаври аслӑ театр училищине вӗренме яма ҫамрӑксене суйлаҫҫӗ тенине пӗлсенех пике унта вӗҫтернӗ. Пурӗ 15 ҫамрӑка суйласа илнӗ. Йыша Светлана Владимировна та лекнӗ. 1993 ҫулта алла диплом илнӗренпех Шупашкарти Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет.
